-4 °С
Уҫҫӑнах
Командӑна ҫирӗплетмелли вӑйӑсем - юлташлӑх туйӑмне аталантармалли лайӑх май. Командӑра ачасем пӗр-пӗрне хавхалантарма, ӑмӑртма, пӗр-пӗрне пулӑшма вӗренеҫҫӗ. Уйрӑмах ҫак пахалӑхсем эстафетӑра палӑраҫҫӗ. Ситекпуçĕнчи Культура çуртĕнче "Хӗвеллӗ ҫаврашка" тавракурӑм пĕрлешмелли вӑйăсем ирттернĕ. Ачасем "пӑравусла" чупнă, кегльсене ҫапа-ҫапа антарнă, "юр пӗрчисене" пуҫтарнă, "шурлӑха" ҫӗнтернĕ. Юлашкинчен вара юратнӑ "Пукансем тавра ташă" вăййа вылянă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи ял Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sedyakbashsdk2023