Хушăлкари Культура çурчӗн кану площадкинче куна театрпа актер ӑсталӑхне халалланӑ. Разминкă хыҫҫӑн команда этюд кӑтартнă.
Тӗлӗнмелле, пултаруллӑ ачасем мӗн чухлӗ мимикӑпа тата алӑсемпе кăтартассипе усӑ кураҫҫӗ.
«Халапри патруль» канмалли площадка ӗҫне малалла тăсать, ачасем ҫӗнӗ тӗлпулушӑн савӑнаççĕ.
Этюд вӑл спектакль, темиҫе минут тӑсӑлакан пысӑках мар сцена. Ку вӑл спектакльте пысӑк ӗҫ умӗн актер техникин тренировки. Этюдӑн тӗп элеменчӗ импровизаци искусстви пулса тӑрать — нумай вӑхӑт хушшинче сцена ҫинче интереслӗ куракан сюжета шухӑшласа кӑлармалла та пурнӑҫламалла. Этюдсем темиҫе тӗрлӗ пулаҫҫӗ. Вӗсем пӗчченшерӗн, мӑшӑрӑн е ушкӑнӑн пулма пултараҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.