Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Культура
16 Августӑн 2024, 15:26

"Башкорт аты" фестивале хутшӑнакансем "Конь в пальто" умĕнче чарăнса тăмасăр иртеймен

Ҫапла, чӑнах та, ҫакӑн пек интереслӗ кӗлетке умӗнче тытӑнса тӑмасăр иртсе кайма йывӑр, пурин те ҫакӑн пек тӗлӗнмелле лашапа сăн ӳкерĕнсе илес килет.

"Башкорт аты" фестивале хутшӑнакансем "Конь в пальто" умĕнче чарăнса тăмасăр иртеймен
"Башкорт аты" фестивале хутшӑнакансем "Конь в пальто" умĕнче чарăнса тăмасăр иртеймен
Ҫапла, чӑнах та, ҫакӑн пек интереслӗ кӗлетке умӗнче тытӑнса тӑмасăр иртсе кайма йывӑр, пурин те ҫакӑн пек тӗлӗнмелле лашапа сăн ӳкерĕнсе илес килет.
Ҫак кунсенче Баймак районӗнче 10 пине яхӑн хӑна килнӗ Пӗтӗм тӗнчери III "Башкорт аты" фестиваль иртет. "Баймакий вестник" хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, "Башкорт аты" фестивалӗн тӗп алӑкӗ умӗнче "Мастерсен хули" площадкă вырнаҫнӑ, унта ремесленниксем хӑйсен искусствипе куракансене паллаштараҫҫӗ. Вӗсем хушшинче Пишпÿлек районӗнчи Михайловкăри тимĕрçĕ ӑсти Олег Андреев та пур. Вӑл иртен-ҫӳренсен куҫӗ умӗнчех такан туптать.
 
54 ҫулти ӑстаҫӑ хаҫат корреспондентне издели хатӗрпе пӗрех, шӑтӑк кӑна тумалли ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн таканпа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курма пулать - килте ҫакса хума е лаша чӗрни ҫине ҫирӗплетсе лартма пулать. Хӑйӗн таканӗсенчен пӗрне вӑл илемлӗ çамрăк ҫемьене парнеленӗ.
Олег Андреев фестивале икӗ интереслӗ япала — "Конь в пальто" тата "Акбузат" - илсе килнӗ, вӗсене ҫынсем питӗ хисеплеҫҫӗ. Ҫак кӗлеткесемпе ӳкерӗнме ҫынсем черете йӗркеленсе тӑраҫҫӗ.
Ӑстаҫӑран "Конь в пальто" шухӑшласа кӑларнӑ персонаж фигурине тӑвас шухӑш мӗнле пырса кӗме пултарнӑ-ха тесе интересленнĕ. Вӑл ҫак сӑмахсене калаҫура час-часах усӑ курни ҫинчен каласа пачӗ, анчах ӑна мӗнле те пулин материалтан тунӑ пулсан, вӑл мӗнле курӑнма пултарасси ҫинчен хутран-ситрен ҫеҫ шухӑшлатӑн. Ҫавӑнпа Олег Андреев фантазилеме шут тытнă. Ҫапла вара вӑл ҫын кӗлетки çÿллĕш 40 килограмм таякан фигура тунӑ.
Калас пулать, ку Олег Андреевӑн пӗртен-пӗр пултарулӑхӗ мар. Талантлӑ ӑстаҫӑ тӗрлӗ фигурӑсем тунӑ ӗнтӗ. "Конь в пальто" тусан, мана ытти паллӑ сӑмахсем те тӗлӗнтерсе ячӗҫ. Вӗсене те сӑнласа паратӑп", - кулать Олег Андреев.
Мастерӑн тӗп инструменчӗсем — мӑлатуксем, выколоткăсем, хӗскӗчсем, электросваркӑ. Унӑн сылтӑм алли тата подмастерьи - мӑшӑрӗ Мария.
Олег Андреев "Башкорт аты" фестивале пӗрремӗш хут ҫитсе курнӑ, анчах районти акатуйсене ирттерсе ямасть. Тутар Елабугинчи фестивальсене ҫулсеренех хутшӑнать тата малти вырӑнсем йышӑнать. Вӑл тата "Халӑх тимӗрҫи" ята тивĕçнĕ. Пӗлтӗр вара Сирайра иртнĕ Пӗтӗм тӗнчери "Зауралье" инвестсабантуйӗнче Радий Хабиров ҫак чаплӑ мастерӑн таканне хӑй туптанӑ.
 
 
"Башкорт аты" фестивале хутшӑнакансем "Конь в пальто" умĕнче чарăнса тăмасăр иртеймен
"Башкорт аты" фестивале хутшӑнакансем "Конь в пальто" умĕнче чарăнса тăмасăр иртеймен
"Башкорт аты" фестивале хутшӑнакансем "Конь в пальто" умĕнче чарăнса тăмасăр иртеймен
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: