Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
19 Августӑн , 11:51

Кистенлĕри Культура çуртĕнче ток-шоу иртнĕ

Кистенлĕри Культура çуртĕнче ачасен ҫуллахи вӑхӑтне ирттересси — кӑсӑк йӑпану ток-шоу "Тӗнче тӗлӗнтермӗшӗ" пулса тӑнă.

Кистенлĕри Культура çуртĕнче ток-шоу иртнĕ
Кистенлĕри Культура çуртĕнче ток-шоу иртнĕ

Кистенлĕри Культура çуртĕнче ачасен ҫуллахи вӑхӑтне ирттересси — кӑсӑк йӑпану ток-шоу "Тӗнче тӗлӗнтермӗшӗ" пулса тӑнă. Унта хутшӑнакансем ҫак тӗнчери ҫичӗ тӗлӗнмелле япалана авалхи ҫынсем тунине тата тепӗр тӗлӗнмелле япала кӗнеке пуррине пӗлнӗ. Тӗлӗнмелле япала яланах алӑ айӗнче выртать, ӑна хӑнӑхса ҫитнӗ, унӑн хакӗ ҫинчен пĕрмай шухӑшламастпӑр. Кӗнеке ача чухне пурнӑҫа кӗрет те, чӑн-чӑн тус пек, кирек хӑш самантра та пулӑшма килет: вӗрентет, канаш парать, хавхалантарать. Тӗлӗнмелле кӗнекесенчен пӗринче "Пушкӑртстанри çичӗ тӗлӗнтермӗш» пурри ҫинчен каласа панă. Унта хутшӑнакансем пирӗн пĕчĕк Тӑван çӗршывӑн чи илемлӗ вырӑнӗсем тӑрӑх виртуаллӑ ҫулҫӳреве тухнӑ: республикӑн "ылтӑн списокне" Салават Юлаев палӑкӗ, курай, "Урал-батыр" эпос, Шульган-таш ҫӗр хӑвӑлӗ, пушкӑрт пылӗ, Янган-тау тӑвӗ, Красноусольск минерал ҫӑлкуҫӗсем кӗнӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасем халӑх геройӗ Салават Юлаев ҫинчен викторина ыйтӑвӗсене хуравланӑ, курайӑн асамлӑ кӗввине итленӗ, Красноусольск ҫӑлкуҫӗнчи минераллӑ шывне тутанса пӑхнӑ. Унта хутшӑнакансем Тӑван çӗршыва юратма тата патриотизма вӗреннӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри ял Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club203777291

 

Кистенлĕри Культура çуртĕнче ток-шоу иртнĕ
Кистенлĕри Культура çуртĕнче ток-шоу иртнĕ
Кистенлĕри Культура çуртĕнче ток-шоу иртнĕ
Кистенлĕри Культура çуртĕнче ток-шоу иртнĕ
Кистенлĕри Культура çуртĕнче ток-шоу иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: