Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
30 Августӑн , 10:50

Ситекри Культура çуртĕнче кинематографа халалланнă сехет иртнӗ

Ситекри Культура çуртĕнче "Кино тӗнчине утăм..." ӑс-тӑнпа йӑпану сехечӗ иртнӗ.

Ситекри Культура çуртĕнче кинематографа халалланнă сехет иртнӗ
Ситекри Культура çуртĕнче кинематографа халалланнă сехет иртнӗ

Ситекри Культура çуртĕнче "Кино тӗнчине утăм..." ӑс-тӑнпа йӑпану сехечӗ иртнӗ. Кинон асамлӑ тӗнчине ҫул ҫӳресси унӑн историйӗнчен пуҫланнă: ачасем кинематограф аталанӑвӗн историйӗпе паллашнă, кино жанрӗсем ҫинчен, ҫак искусствӑна тăвассипе ҫыхӑннӑ профессисем ҫинчен пӗлнĕ. Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасем викторина ыйтӑвӗсем ҫине хӗрӳллӗн хуравланă, "Неуловимые мстители" ятлӑ художествӑлла фильм пăхнă, ӑна историллĕ теме пулать, мӗншӗн тесен 1917-1922 ҫулхи граждан вӑрҫин событийӗсене никӗсне хурса ÿкернĕ. Фильм чӑн-чӑн туслӑха, Тӑван çӗршыва чунтан парӑннине, халӑха упраса хӑварнине, ытти ҫынсен телейӗшӗн кӗрешме хатӗррине, хӑюлӑха, хастарлӑха, çирĕплĕхе кӑтартать.
#МалоСедякскийСДК
#позновательноРазвлекательныйЧас
#ШагнутьВмирКино
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public147264536

 

Ситекри Культура çуртĕнче кинематографа халалланнă сехет иртнӗ
Ситекри Культура çуртĕнче кинематографа халалланнă сехет иртнӗ
Ситекри Культура çуртĕнче кинематографа халалланнă сехет иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: