Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
2 Сентябрӗн , 10:48

Ҫуралнӑ кун ячӗпе парне — сертификат

Пишпÿлекри Роза Габдрахманова ҫамрӑк специалистсене патшалӑх пулӑшни ура ҫине ҫирӗппӗн тӑма пулӑшать тесе шутлать.

Ҫуралнӑ кун ячӗпе парне — сертификат
Ҫуралнӑ кун ячӗпе парне — сертификат

Пишпÿлекри Роза Габдрахманова ҫамрӑк специалистсене патшалӑх пулӑшни ура ҫине ҫирӗппӗн тӑма пулӑшать тесе шутлать.

2021 ҫулхи çу уйӑхӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Арт-Курултай" культура форумӗнче республикăра "Земство культура работникӗ" программӑн старчӗ ҫинчен пӗлтернӗ.

— Пирӗн Пушкӑрт Республикинче федераципе "Земство тухтӑрĕ", "Земство учителĕ", "Ял тренерӗ" программӑсем ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Халӗ "Земство культура работникӗ" программа та пулать, — тенӗ Радий Хабиров.

2021 ҫулхи сентябрьте Пушкӑртстанра "Ялти культура ӗҫченӗ" республика программи ӑнӑҫлӑ йӗркеленнӗ, ялти культура ӗҫченӗсене пулӑшмалли паха механизмсенчен пӗри пулса тӑнӑ, ҫамрӑк специалистсене тӑван тӑрӑха ытларах та ытларах явӑҫтарнӑ.

Пишпÿлек районӗнче программӑна Роза Габдрахманова хутшӑннӑ. Вӑл 26 ҫулта, Пишпÿлекри Ача-пӑча искусствин шкулӗн ӳнер пайӗн преподавателӗ. Ҫамрӑк та пултаруллӑ художница ҫинчен районта нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ.

Хӗр Пишпÿлекре ҫуралса ӳснӗ. 2015 ҫулта Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкултан тата Ача-пӑча искусство шкулĕн художество уйрӑмӗнчен лайăх вӗренсе тухнӑ. М. Акмулла ячӗллӗ Уфари БГПУ графика факультетне вӗренме кӗнĕ. Вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт Нефтеюганск хулинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта ӗҫленӗ, анчах часах тӑван ҫӗршыва таврӑнма шутланӑ.

— 2021-22 вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн мана хам вӗреннӗ Ача-пӑча искусство шкулне вӗрентекен пулса ĕçлеме чӗнчӗҫ. Ачасене рисовани тата прикладной искусство (сӑмах май, унччен хӑй вӗренӳ ӗҫӗсем ӳкерсе ларнӑ кабинетра) вӗрентнӗ чухне эпӗ "Земство культура работникӗ" программӑна хутшӑнма тивӗҫрӗм. Ача-пăча искусство шкулӗн директорӗ Айгуль Бахтиярова документсене ҫырса хатӗрленине тата пулӑшнине пула суйлав иртрĕм. Ҫуралнӑ кун, 2022 ҫулхи декабрӗн 22-мӗшӗнче, чаплӑ лару-тӑрура пирӗн район пуҫлӑхӗн аллинчен 500 пин тенкӗлӗх сертификат илтĕм. Ку укҫапа пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма усӑ куртăм, — каласа парать Роза.

Искусство шкулӗн преподавателӗ ҫамрӑк специалистсене ҫакӑн пек пысӑк пулӑшу ура ҫине тӑрса малалла шанчӑклӑ пӑхма пулӑшнине палӑртать.

— Ҫамрӑк специалистсен ҫав майпа усӑ курмаллах тесе шутлатӑп. Халӗ пирӗн Пишпÿлек ӳсӗмпе чечекленӳ еннелле пысăк утӑмсемпе утать. Пирӗн районта пӗрлешӳсем, ассоциацисем, клубсем нумай ӗҫлеççĕ. Вӗсене пурне те пирӗн халӑхӑн социаллӑ, культура, спорт, эстетикăпа техника аталанӑвӗ ҫине янӑ. Ҫапла вара, ҫамрӑк специалистсем, пирӗн Пишпÿлек районне килӗр, — палӑртать Роза.

2025 ҫулта "Земство культура ӗҫченӗ" программа ҫӗршыв масштабӗнче пулать ӗнтӗ, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин кун ҫинчен Федераци Пухӑвне янӑ çырура пӗлтернӗ.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Роза Габдрахманован архивĕнчен.

Ҫуралнӑ кун ячӗпе парне — сертификат
Ҫуралнӑ кун ячӗпе парне — сертификат
Елена Павловна АРЕФЬЕВА, культура, çамрăксен политики, спорт тата общество пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли пай начальникӗ: — Культура сферинчи тата хушма пӗлӳ сферинчи ҫамрӑк специалистсем программӑна пӗрремĕш ҫултанпах патшалӑх пулӑшӑвне илеҫҫӗ. Пирӗн районтан ӑна тӑватӑ специалист илнӗ. Кӑҫал та илекенсен шутне ӳстерме планлатпӑр. Пушкӑрт Республикин бюджечӗн шучӗпе "Земство культура ӗҫченӗ" программа тӑрӑх культура специалисчӗсем 500 пин тенкӗ, 2023 ҫултанпа 1 миллион тенкӗ илеççĕ. 2021-2023 ҫулсенче республикипе 120 специалист пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене пӗтӗмӗшле 75 миллион тенкӗлĕх лайӑхлатнӑ.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: