-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Сентябрӗн 8-мӗшӗнче, суйлавăн юлашки кунĕнче Çирĕклĕри ял клубӗн ĕçченĕ хӑнасемпе ял ҫыннисем валли "Пахча пуянлӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗ" курав хатӗрленӗ. Кӗркунне-тырпул пуҫтарма вӑхӑт. Кӗркунне илемпе пуян пейзажсем уҫать, ҫутҫанталӑкӑн ырӑ парнисене парнелет. Вӑл юлашки чечексемпе, ҫулҫӑсен илемӗпе савӑнтарать.
Куравра чечексенчен, пахча ҫимӗҫсенчен хӑйне евӗрлӗ композицисем, курӑкран тунӑ чей тӑратнӑ.
Курав илемлӗ пулнă. Ун патне ялти çитĕннĕ ҫынсем ҫеҫ мар, ачасем те пыра-пыра кайнӑ, нумайӑшӗн асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗксем тӑвас килнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕкри ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.