0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлекри Ача-пӑча искусство шкулӗнчи гитара класӗнче вӗренекенсем унчченхи йӑлапа ҫутҫанталӑка экскурсисем, походсем тӑваҫҫӗ, вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗнче хавхаланма, курӑм-туйӑмсене тултарма тӑрӑшаҫҫӗ. Тӑван ял таврашӗнчи велопрогулкӑна гитаристсем пӗр харӑсах икӗ праҫнике: "Музыка кунне" тата "Учитель кунне" халалланă. Ачасем хӑйсен учителӗпе Афган ҫӑлкуҫне кайса килнĕ, кӗрхи вӑрман илемӗпе киленнĕ, илемлӗ пӗве хӗрринче канма чарӑннă. Ҫутҫанталӑкра канни ҫамрӑк музыкантсене тата ытларах ҫывӑхлатнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча искусство шкулĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club217369844