Октябрӗн 10-мӗшӗнче Пушкӑртстан Республики кунне халалланӑ Пишпÿлекри Культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Уява организацисемпе предприятисен ертӳҫисене, ял поселенийӗсен пуҫлӑхӗсене, шкулсен педагогика коллективӗсене, ӗҫ ветеранӗсене, волонтерсене, СВОна хутшӑнакансен тӑванӗсемпе ҫывăх çыннисене, ҫар служащийӗсене чӗннӗ.
Культура керменӗн фойинче Пишпÿлек районӗнчи историлле тата хальхи ҫитӗнӳсене халалланӑ курав ӗҫленĕ. Пишпÿлекри Ача-пӑча искусствин шкулӗнче вӗренекенсен художествӑлла ӗҫӗсем уйрӑм экспозиципе тухса тӑнӑ. Çемье çулталӑкĕ шайӗнче ҫемье династийӗсен пултарулӑх куравĕсем тăратнă: Хушăлка ялӗнчи Аглеевсен, Васильевсен, Ситекпуçĕнчи Васильевсен тата Киреевсен. Ҫапӑҫу хирӗсенчи экспозицие уяври пур хӑнасем те интересленсе пăхнă.
Чаплӑ мероприяти Раҫҫей Федерацийӗн тата Пушкӑрт Республикин патшалӑх гимнӗсенчен пуҫланнӑ. Уявӑн хисеплӗ хӑни Пушкӑрт Республикин Правительствин представителӗ, транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ Дмитрий Борисович Титов мероприятие хутшӑнакансене саламланă, юлашки вӑхӑтри республикӑн ҫитӗнĕвĕсем ҫинчен каласа панă, районта пурӑнакансене сывлӑх, ырлӑх, пур ырӑ ӗҫре те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем суннă.
Ҫак кун сцена ҫинчен районти ӗҫченсен ячĕпе, района аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ чи лайӑххисен ячĕпе саламлани янӑранă, тӗрлӗ шайри наградӑсене панă.
Чаплӑ мероприятие Пишпÿлек районӗнчи пултарулӑхпа професси артисчӗсем, ҫавӑн пекех Пишпӳлек районӗнчи художество коллективӗсем концерт номерӗсемпе малалла тӑснă. Куракансен умне вӗсем Пушкӑртстанри нумай енлӗ тата наци пуянлӑхне палӑртакан чи лайӑх номерсене тӑратнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.