Кӗрхи каникул вӑхӑтӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 8-11-мӗш класра вӗренекенсем ҫула тухса "Астăвăм çулĕ" Музей комплексне тата Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйĕсен тӗп Храмне Христос чӗрӗлсе тӑнă собора ҫитсе курма шут тытнă. 2020 ҫулхи майăн 9-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ уявӗнче уҫӑлнӑ музей комплексне ҫапла ят панӑ та ӗнтӗ - "Астăвăм çулĕ" çӗнтерӳ патне 1418 утӑм. Анчах Храма кӗриччен кашни ҫын хӑйӗн 1418 утӑмне асра тытса утса тухмалла, шӑпах эпир халӗ пурӑнакансем халалланӑ музее ҫитсе курмалла. Музей комплексне храма ҫавӑрса илнӗ пек туса лартнӑ. 1418 утӑм тӑршшӗ галерейӑра Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин кашни кунӗн историне каласа панӑ, ҫав вӑхӑтри событисен атмосферине май килнӗ таран тӗрӗс йӗркеленӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнинчен пуçласа Берлина иличчен кунта кашниех вӑрӑм та йывӑр ҫул иртет. Музей ачасене мӗн тери тӗлӗнтерсе янине сăмахпа каласа пама питӗ йывӑр, кунта килсе пурне те хăвăр куҫăрпа курни лайӑхрах. Ҫак музее кашни ҫын кӗрсе тухмалла, миршӗн кӗрешсе вилнӗ ҫынсене пурне те хисеплемелле.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.