Пишпÿлекри Елена Кириллова эксклюзивлă сумкасем ăсталать.
Пурнӑҫра кашнин киленĕвĕ пур. Ҫынсем ӳкереҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, маркӑсемпе значоксем пуҫтараҫҫӗ, компьютер умӗнче сехечӗ-сехечӗпе ирттереҫҫӗ, пулӑсемпе чĕрчунсем ӗрчетеҫҫӗ, вулаҫҫӗ, чечек ҫитӗнтереҫҫӗ… Ку чуншӑн ӗҫ, киленӳ кӳрекен ӗҫ.
— Алă ӗҫӗ вӑл, чи малтан, тӑрӑшса ӗҫлени, анчах обязательствӑпа мар, чуншӑн, апла пулсан, ку маншӑн кану. Пӗр-пӗр япала ҫыхатӑн та, чӗрере ҫутӑрах та ӑшӑрах пулса каять, пур йывӑрлӑхсемпе инкек-синкек те иккӗмӗш плана каяҫҫӗ. Хӗрарӑмсене, хӗрачасене ал ӗҫӗпе ӗҫлеттерес килет, эп каланине ӗненӗр, ку нумай инкекрен ҫӑлӑнӑҫ, — тет илемлӗ сумкӑсен ӑсти Елена Кириллова.
Елена Леонидовнана нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл Пишпÿлекре почтальонта ӗҫленĕ. Вунӑ ҫула яхăн вӑл ал ӗҫӗпе аппаланать. Унӑн малтанхи ĕçĕсем — хӑюпа тӗрлени, вӗсен шухӑшне Тамара Гончарова патӗнче курнӑ. Хӑй валли тӗрленӗ, ҫывӑх юлташӗсене те парнеленӗ. Унтан вӑл вылямалли теттесем, мунчара çăвăнмалли мунчаласем ҫыхнă, супӑньтен вазăсем тунă, лентӑсемпе явнă. Килĕнче ҫекӗлпе ҫыхнӑ нумай чечек упранать. Халӗ унӑн пысӑкрах ӗҫсем — сумкӑсем. Сумкăсене вăл ятарлă канва çине ятарлă йĕппе тĕрлĕ тĕслĕ шнурсенчен çыхать. Сумка ҫыхмалли шухӑша интернетра алӑпа тунă япаласене курнӑ Ирина хĕрĕ панӑ темелле. Пӗрремӗш сумка тӳрех питĕ лайăх пулнă — акӑ мӗне пӗлтерет алӗҫ ӑсталӑхӗ.
Мӗн те пулин ҫӗнни тӑвас кӑмӑл хӑй тӗллӗнех, хӑш чухне хӑй те кӗтмен ҫӗртен килсе тухать. Интернетра мӗнле те пулин çĕнĕлĕхсем курать те хӑй майлӑ ҫавӑрса, улăштарса ҫыхма тытӑнать. Ытти ӗҫсене тепӗр вӑхӑта хӑварсан, изделисем икӗ кун хушшинче хатӗр пулаҫҫӗ. Хӑш чухне икшер эрне вӑхӑт кирлӗ. Унӑн пултарулӑхне тивĕçлипе хакланă. Кама та пулин Елена Леонидовнан ӗҫĕ кӑмӑла кайсан, —туянаҫҫӗ. Анчах, тӗпрен илсен, ку пурпĕр ӗҫ ытларах чуншӑн.
Районти Акатуйĕнче мастерсен площадкинче йӗркеленӗ ӗҫсен выставки хыҫҫӑн Еленан тӑхӑр сумкине туяннӑ, вӗсенчен иккӗшӗ Коми Республикине кайнӑ. 21 ҫулхи мӑнукӗ Дарья хӑйӗн тантӑшӗсене пурне те алӑ сумкисем кӑмӑла кайни ҫинчен калать. Халӗ мӑнукӗн тантӑшӗ валли парне тӑвать.
— Еленӑн пӗр ӗҫӗ те пĕрешкел маар, пĕр-пĕрне ăшаман. Кашнинчех ҫӗнӗ тӗрӗсем шухӑшласа кӑларать, тӗрлӗ тӗслӗ тӑвать, тӗрлӗ фурнитура тӑвать. Пӗр ӗҫ тӑвас кӑмӑл ҫук, ку интереслӗ мар, теҫҫӗ чӑн-чӑн мастерсем, — каласа парать Пишпÿлекри Культура керменӗнчи халӑх пултарулӑхӗн галерейин заведующийӗ Римма Андреева. — Мастерăн ĕçĕсене пирӗн патра тăратнă. Ҫынсем курсан интересленеҫҫӗ, ҫавӑнпа эпир мастер-класс ирттерме шутларӑмӑр.
Чӑнах та, Елена тунă сумкӑсем тӗрӗсемпе, анлӑ гаммăсемпе, ӳкерчӗксемпе палăраççĕ, сумкӑсем формӑна лайӑх тытаҫҫӗ, вӗсем чи çирĕп ыйтакан модницӑсене те савӑнтарасса шансах тӑратӑп.
Декабрьте Уфара черетлӗ Арт-выставка ирттерме палӑртнӑ, унта пирӗн республикӑри тӗрлӗ кӗтессенчи ӑстасем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ. Ку вӑл прикладной искусство ӑстисем валли лайӑх площадка, çавӑнпа Елена Кириллова пирӗн районти представительсенчен пӗри пулать.
Елена Леонидовна ертсе пынипе Пишпÿлекри Культура керменӗн халӑх пултарулӑхĕн галерейинче йӗркеленӗ сумкӑсем ӑсталакан пӗрремӗш мастер-класс пӗр сывламасӑр тенĕ пек иртрӗ. Мастер-классем малалла тӑсӑлĕç, ҫавӑнпа та пырас текенсене пурне те ҫавӑн пек илемлӗх тума вӗрентӗҫ.
— Ӗҫӗ интереслӗ, тӳсӗмлӗх, тирпейлӗх кирлӗ. Ку сумкӑсене тахҫанах сӑнанӑччĕ, вӗренесшӗн пулнăччĕ, анчах мӗнрен пуҫламаллине пӗлмерĕм, — палӑртать мастер-класра вӗренекенсенчен пӗри. — Мастер-класс пулӑшнипе ротангран вазăсем тума вӗрентӗм, хамӑн ӗҫсене тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсене хаваспах парнелетӗп. Вӗсем ҫав тери савӑнаҫҫӗ, тав тӑваҫҫӗ. Хам алӑпа тунӑ эксклюзив сумкисем часах тăвасса шанатӑп.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Галина Варикова.