-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Анне вӑл — чи ҫывӑх та тӑван ҫын! Анне – эпир пурнӑҫра каланă чи малтанхи сӑмах. Анне кунӗ – пур праҫниксенчен те ытларах чуна пырса тивекен кун.
Çирĕклĕ клубӗнче "Сана ҫеҫ" концерт пулнă. Уяв концерчӗн пултарулӑх коллективӗсем юрă тата ташӑ номерӗсемпе савӑнтарнă, ҫамрӑк талантсем юратнӑ анне ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем вуланă. Праҫник тӑршшӗпе залра килти хӑтлӑхпа ӑшӑ атмосфера хуҫаланнă, мӗншӗн тесен анне – чи хаклӑ та ҫывӑх ҫын, унсӑрӑн пирӗн пурнӑҫ ҫакӑн пек телейлӗ те савӑнӑҫлӑ пулман пулӗччӗ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.