Çутă çул
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
10 Декабрӗн 2024, 10:22

Пишпÿлекри «Журавушка» ача садĕнче Художник кунӗ иртнӗ

Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн "Смешарики" аслӑ ушкӑнра Художник кунӗ иртнӗ, вӑл пултарулӑхӑн чӑн-чӑн уявӗ пулса тӑнă.

Пишпÿлекри «Журавушка» ача садĕнче Художник кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекри «Журавушка» ача садĕнче Художник кунӗ иртнӗ

 

Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн "Смешарики" аслӑ ушкӑнра Художник кунӗ иртнӗ, вӑл пултарулӑхӑн чӑн-чӑн уявӗ пулса тӑнă. Ачасене картина галерейине кайма сӗннĕ. Ҫулҫӳревре ачасем художниксемпе тата вӗсен ӗҫӗсемпе паллашнă, пейзажсемпе натюрмортсене пӑхса тухнă, ҫавӑн пекех ҫав жанрсем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑхсем пуррине пӗлнĕ. Ачасем кăтартнă ӗҫсен илемӗпе пуянлӑхне палӑртнă, произведенисене хакланă. Вӗсем ҫакӑн пек петĕмлетÿ тунă: художник тирпейлӗ, тӳсӗмлĕ, сӑнама пĕлекен, чи кирли творчествăлла пултарулăхлă пулмалла.

Галерейӑра пулса килсен, ачасем хӑйсене художниксем вырӑнне тĕрĕслесе пӑхнă. Ачасем художник пултарулӑхӗ ҫинчен, вăл искусство тӗнчинче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑни ҫинчен пӗлнĕ. Кашни ача, хӑйӗн юратнӑ тӗсӗсене кӑтартса, хӑйӗн фантазине уҫса, палитра ӳкерме пултарнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public210640710

 

 

Пишпÿлекри «Журавушка» ача садĕнче Художник кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекри «Журавушка» ача садĕнче Художник кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекри «Журавушка» ача садĕнче Художник кунӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: