-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Асамлӑ уяв — Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарса килет. Шӑпах поделкăсем тума валли вӑхӑт. Чи илемлӗ елка теттисем хӑван аллупа тунисем. «Дюймовочка" ача сачӗн "Непоседы" ушкӑнри ачасем пластилинран пластилинографи техникипе елка теттисем тунӑ.
Пластилинографи ачасен пултарулӑхӗнче тухӑҫлӑ аталанмалли ҫул-йӗр. Ача-пӑча пултарулӑхне кирек мӗнле техника та савӑнтарать. Пластилинографи те правилӑран кӑларни пулса тӑмарӗ – вӑл савӑнӑҫ парнелет, фантазине тата шухӑш-кӑмӑла аталантарма май парать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640610