Çутă çул
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
23 Декабрӗн 2024, 12:29

Пишпÿлекре Çӗнӗ ҫул уявне старт панă

Культура керменӗ умӗнчи площадьре костюмлă вылямалли спектакль иртнӗ, вӑл уявăн тӗп территорине официаллӑ майпа уҫни пулса тӑнă.

Пишпÿлекре Çӗнӗ ҫул уявне старт панă
Пишпÿлекре Çӗнӗ ҫул уявне старт панă

Пишпÿлекре Çӗнӗ ҫул хулине уҫнă. Культура керменӗ умӗнчи площадьре костюмлă вылямалли спектакль иртнӗ, вӑл уявăн тӗп территорине официаллӑ майпа уҫни пулса тӑнă. Ачасене пысӑк событи ячӗпе сывлӑх сунма Хĕл Мучи, унӑн шанчӑклӑ тусӗ Юрпике, снеговик-мыскараҫӑ тата юмахри ытти персонажсем пынă. Ачасене итлесе пӗтерсен, вӗсен юрри-сӑввисене итлесе, вӗсемпе вӑйӑ вылянӑ тата вӗсемпе вăйă унки тунă хыҫҫӑн, ача-пăчана тӗрлӗ тутлӑ апат-ҫимӗҫ парнеленӗ. Чи кирли вара: тавтапуç вырăнне Хĕл Мучи ачасенчен ҫӗнӗ ҫулта тата тимлӗрех пулма, итлекен пулма сӑмах илнӗ, паллӑ ӗнтӗ, ҫавӑн пек ачасене ҫеҫ вăл парнесем парать.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

Пишпÿлекре Çӗнӗ ҫул уявне старт панă
Пишпÿлекре Çӗнӗ ҫул уявне старт панă
Пишпÿлекре Çӗнӗ ҫул уявне старт панă
Пишпÿлекре Çӗнӗ ҫул уявне старт панă
Пишпÿлекре Çӗнӗ ҫул уявне старт панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: