Ҫӗнӗ ҫул тӗлне
Кирек кăмăл мӗн ыйтать —
Яланах пулать,
Яланах пурнӑҫланать...
Хальхи ҫӗнӗ ҫул хӑвачӗ Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул вĕренекенӗсемпе юратнӑ уяв умӗн пулса иртнӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Пишпÿлеке килсе кайнинчен вăл пуҫланнă. Ҫав вӑхӑтра вăл Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкула та пырса курнă май, парне вырӑнне, ачасене Уфари пукане театрӗнчи ҫӗнӗ ҫул спектакльне пыма чӗннӗ.
Ачасем палӑртнӑ куна чӑтӑмсӑр кӗтнĕ. Акӑ ӗнтӗ, декабрӗн 28-мӗшӗнче, ирхине ирех пурте хӑтлӑ автобуса ларнă та темиҫе сехет ҫул ҫинче... Юмахри Уфа ачасене кӑмӑллӑ ыталаса илнӗ. Хулари площадьсенче илемлетнĕ чӑрӑшсем, юртан тунă хуласем, иллюминацисем.
Анчах ҫак уяври пек илемлӗхре Уфари Пукане театрӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать. Ачасене хаклӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ пек кӗтсе илнĕ. Театр ӗҫченӗсем ҫамрӑк куракансем валли экскурси хатӗрленĕ: пӗрремӗш пуканесене кӑтартнă, сцена ҫинче пуканесем мӗнле чӗрӗлни ҫинчен каласа панă. Иккӗмӗш хута ачасем "Щелкунчик" балетри музыка кӗввипе "ылтӑн" лифтпа хӑпарнă. Юмахри Лукоморьери "симӗс юманпа" тата ученӑй кушакпа театр кафинче паллашнă.
Хĕл Мучипе Юрпике уяври пек илемлетнӗ театр фойинчи елка патӗнче Çӗнӗ ҫул ячĕпе саламланӑ хыҫҫӑн ачасем пысӑк зала кӗрсе пӗрремӗш ретре хӑйсем валли ятарласа хатӗрленӗ вырӑнсене йышӑннă. "Шурӑ шӑшисен приключенийĕсем" спектакль кӑтартни ачасене пуканесен театрӗн асамлӑхне кӗртнӗ...
Каялла таврӑннӑ чух ачасем Салават Юлаев площадĕнче пулса курнă.
Ҫак ҫул, ҫӗнӗ ҫул хӑватне туйни ачасен асӗнче яланлӑхах юлать. Тен, çитӗнсе ҫитсен, вӗсен те камшӑн та пулин асамҫӑ пулас килӗ.
#Бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/bssh2