Раштав кунӗ Пишпÿлекĕн тĕп площадӗнче халӑх вăййисем иртнĕ.
Унта Хĕл Мучисен тата Юрпикесен парачӗ, Раштав концерчĕ, "Бижбуляк АвтоНашествие" автомобильсен конкурсĕ иртнĕ.
Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ организаторсем автомобиле Çӗнӗ ҫула илемлетмелли уҫӑ конкурс пуçарса янӑ. Кӑҫал конкурса 14 ҫын хутшӑннă. Кашни машинана питӗ илемлӗ, творчествӑлла илемлетнӗ.
Жюри членӗсем кашни автомобиле тимлӗ те тӗплӗ пӑхса тухнă, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнă.
Конкурс пĕтĕмлетĕвӗсем тӑрӑх:
1-мĕш вырăна Дмитрий Ковальцов (Хушăлка ялĕ) илнĕ.
2-мĕш вырӑна Валиевсен ҫемйи: Эльвира Зиннуровнапа Назиф Тухватуллович (Иттихат ялĕ) тата Юлиан Андреев (Кистенлĕ ялĕ) пайланă.
3-мĕш вырӑна Данир Сабиров (Сухоречка) тата Виктор Михайлов (Мелевĕспуç) пайланă.
Унта хутшӑнакансене пурне те район администрацийӗнчен тав ҫырӑвӗсемпе наградӑланӑ. Ҫӗнтерекенсем грамотӑсемпе бензин яма укҫа сертификачӗсем илнӗ.
Автомобильсене илемлетнӗ чухне кăтартнă оптимизмпа пултарулӑхшăн пурне те тав тӑватпӑр.
#АвтоНашествие2025
#Бижбуляк #БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz