Çутă çул
-7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
9 Кӑрлач , 12:24

Ситекре йӑпану программи ирттернӗ

Ситекри Культура ҫуртӗнче библиотекӑпа пӗрле "Асамлӑ ҫӗршыв" йӑпану программи ирттернӗ.

Ситекре йӑпану программи ирттернӗ
Ситекре йӑпану программи ирттернӗ

Ситекри Культура ҫуртӗнче библиотекӑпа пӗрле "Асамлӑ ҫӗршыв" йӑпану программи ирттернӗ.
Мероприяти савӑнӑҫлӑ музыкӑран пуҫланнă, унтан хӑнасем зал варринче капӑр чӑрӑш патӗнче вӑйӑ карти карнă... Сӑвӑсем вуланă, тупмалли юмахсен тупсӑмĕсене тупнă, кулӑшла сценкӑсемпе вӑйӑсене хутшӑннă. Программăна хутшăнакансем Хĕл Мучипе Юрпикене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнĕ.
Ӑшӑ атмосфера иртсе кайнă ҫулӑн мӗнпур хуйхи-суйхисене ирӗлтерӗ.
Программӑ вӗҫĕнче кашни хутшăнакан Çӗнӗ ҫул парни илнӗ, паллах ĕнтӗ, Хӗл Мучипе Юрпике те, пурне те тутлӑ парнесем валеçнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club153390409

 

 

 

Ситекре йӑпану программи ирттернӗ
Ситекре йӑпану программи ирттернӗ
Ситекре йӑпану программи ирттернӗ
Ситекре йӑпану программи ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: