+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлекри Культура керменĕнче "Дедморозовкӑна çул çӳрени" ача-пӑча йӑпану программи иртнӗ. Унта хутшăнакансем хӗл ҫинчен калакан тупмалли юмахсене тавҫӑрса илнӗ, Ҫӗнӗ ҫула ӑҫта тата мӗнле кӗтсе илни ҫинчен ыйтусене хуравланă. Ачасем Хĕл Мучи ҫинчен хӑйсен пӗлӗвне кӑтартнӑ, ытти ҫӗршывсенче ăна мĕнле чĕннине пĕлнĕ. Ҫак йӗпе-сапаллӑ хӗллехи куна ачасем хӗллехи каникул вӑхӑтӗнче интереслӗ те усӑллӑ ирттернӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.