-7 °С
Пӗлӗтлӗ
Январӗн 8-мӗшӗнче Çирĕклĕри ял клубӗнче "Пӗтӗм тӗнче театр!" программа иртнĕ.
Мероприятие хутшӑнакансем театрӑн вӑрттӑн тӗнчине, ҫавӑн пекех унӑн историне чăмма пултарнӑ. Хӑнасем ҫав тери илемлӗ костюмсене ҫӗлекенсем, ҫав тери пысӑк декорацисем ӳкерекенсем çинчен, актерсем хӑйсен персонажӗн сӑмахӗсене мĕнле астуса юлни çинчен пӗлнĕ. Кам ҫутта сӳнтерет, музыка янратать, сцена ҫинче юр ҫутарать?
Финалта пухӑннисем грим енӗпе ӑсталӑх класне хутшӑннă.
Мероприяти ӑшӑ та туслӑ атмосферӑра иртнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/event135580128