Хушăлкари ял библиотекинче "Пушкин картти" программа шайӗнче килекенсемпе пӗрле "Симфони-2025" музыка квизне ирттернӗ. Хутшӑнакансем командӑсене пайланнă. Вӑйӑ темиҫе раундпа иртрӗ. Пӗрремӗш раундра тӗрлӗ ыйтусем ҫине хуравланă. "Пӗл-ха" ятлӑ иккӗмӗш рундра вылякансем асӑннӑ юрра юрлаканӑн ятне палӑртнӑ. Виҫҫӗмӗш раунд "Ребуссем" ятлă пулнă, унта сӗннӗ тупмалли сăмахсен тупсӑмĕсене тупнӑ. Тӑваттӑмӗш раундра паллӑ фильмсемпе мультфильмсенчен музыка янӑранă, хутшăнакансем ҫав произведенисен ячӗсене чухланă. Пиллӗкмӗш раунд "Ачалӑх ăҫта каять" квизпа вӗҫленнӗ, унта командӑсен ачасен паллӑ юррисен ячӗсене пӗлмелле пулнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club131542087