Пишпÿлекри «Умка» ача сачĕн "80 ҫӑлтӑр — ку пирӗн Ҫӗнтерӳ!» проекта малалла хутшăннă май, вӑтам ушкӑнӗнче "Ҫамрӑк пограничниксем" спортпа патриотла вӑйӑ иртнӗ.
Ачасем тĕрĕслевсене хавасланса хутшӑннă: "Чикӗ хӗрринче юпа ларт" эстафетӑра, "Пограничник йытӑпа", "Тимлӗ пограничник", "Тӗл перекен стрелоксем" упражненисенче, "Донесени илсе кил" эстафетӑра, чӑрмав йӑрӑмӗнче. Унта хутшӑнакансем пурте хӑюллӑ та команда вăй-халне кăтартнă.
Ҫак мероприяти пурне те лайӑх эмоцисем парнеленӗ. Пирӗн ҫамрӑк геройсем хӑйсем тӑрӑшнӑшӑн тивӗҫлӗ ҫӑлтӑрсем илӗҫ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public217412282