Январӗн 30-мӗшӗнче Кистенлĕри вăтам шкулти пуҫламӑш классенче вӗренекенсем (класс ертÿçисем Л.Н. Герасимова, Е.Г. Сидорова) Пишпÿлекри историпе этнографи музейне ҫитсе курнӑ. Музей залӗсем тӑрӑх ачасене питӗ интереслӗ те ӑнлануллӑ экскурси ирттернӗ, вӗсем пирӗн асаттесен йӑли-йĕркисене ӑнланма тата курма, музейӗн уйрӑм экспоначӗсем ҫинчен интереслӗ историсем пӗлме пултарнă. Музее килнӗшӗн ачасем питӗ савӑннă. Ыйтусем панă та тӳрех хуравсем илнĕ. "Ялта Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илме аван" залра питӗ килӗшнӗ. "СВО геройĕсем" залра каскӑсемпе, хальхи орудисемпе паллашнă.
Интереслӗ экскурсишӗн В.В. Мухаметована питӗ пысӑк тав тӑвасшӑн. Вӑл кашни экспонат историне питӗ тӗплӗн ӑнлантарса панă, итлеме интереслӗ пулнă.
Сăнÿкерчекĕсем: Кистенлĕри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club207013034