Пишпÿлекре "Астăвăм çеҫ юлсан" патриотла юрă районти конкурсӗ иртнӗ. "Вектор" ҫамрӑксен центрӗ йӗркеленӗ тата Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче иртнӗ конкурса Тӑван çӗршыв тулашӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакан Раҫҫей ҫыннисене асӑнма халалланӑ. Конкурсра жюри умне ӗмӗр-ӗмӗрхи темӑсене: Тӑван çӗршыва юратни, Раҫҫей салтакӗсен паттӑрлӑхӗпе çирĕплĕхĕ, пирӗн халӑхӑн яланах ура ҫине тӑрса Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме тӑнӑ паттӑрлӑхне халалланӑ юрӑсемпе музыка композицийӗсене тӑратнӑ ачасем хутшӑннӑ. Конкурсантсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Алексей Данилов саламланă, ачасене вăл тӗрлӗ ҫитӗнӳсем суннӑ, вӗсем пурте Раҫҫейӗн ҫирӗп гражданӗсем пулса ҫитĕнессе шанса каланă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек администрацин социаллă сетьри страницинчен.