Ситекри Иван Григорьевшӑн ача чухне фотоаппаратпа ӳкерме кӑмӑллани, ҫитӗнсе ҫитсен илемлӗ те ҫап-ҫутӑ самантсене ӳкерессин кӑмӑлĕ ӗмӗрлӗхех сӑнласа хунӑ искусство пулса тӑнă.
Февраль варринче Пишпÿлекри Культура керменӗнчи Халӑх пултарулӑхӗн галерейинче тавралӑха сисĕмлĕ туякан, тавралӑха юратакан, опытлӑ фотоаппаратпа ÿкерме юратаканăн Ситекри Иван Константинович Григорьевӑн "Манӑн пӗчӗк Тӑван çӗршывӑм" сăнӳкерчӗксен куравĕ иртнĕ. Ҫакна сӑнӳкерчӗксене юратакансен йышлӑ аудиторийӗшӗн хӑюллӑнах лайӑх культура событийĕ теме пулать.
Паян, кашнинех кӗсйинче фотоаппарат вырнаҫтарнӑ йӗркеллӗ смартфон пур чухне, кӑмӑлланӑ арт-объектсене, ҫутҫанталӑка, тӗрлӗ туй, уяв тата юбилей уявӗсене, ҫавӑн пекех массӑллӑ культурӑпа спорт мероприятийӗсене ӳкерекен ҫынсене пур ҫӗрте те курма пулать. Ҫавӑнпа та паян пиртен кашнин фотограф теме пулать. Анчах, кирек мӗнле ӗҫре те яланхи пекех, кашни профессин хӑйӗн вăрттăнлăхĕсем пур. "Тимлӗр! Эпӗ ÿкеретĕп!» тесе каличчен, вĕсене пĕлмелле малтан. Ҫавӑнпа та "ӑнӑҫлӑ кадр тытасси" шухӑша ярать, тӗлӗнтерет, ытарайми пӑхса килентерет, ун пек кадрсене тытма питĕ йывӑр. Тӳррипех калас пулать: ӑна кашнинех Тур паман. Ҫапах та шанӑҫа ҫухатмалла мар. Пурнӑҫӑн илемлӗ саманчӗсене малалла ӳкерсе тытмалла. Пирӗнтен никам та мастер пулса ҫуралмасть вӗт, вăл вара ӗҫ опытĕнчен пухӑнса пыраҫҫӗ. Иван Григорьевӑн сӑнӳкерчӗкӗсен куравĕ шӑпах ҫакна ҫирӗплетсе парать.
— Эпӗ сӑн ӳкерме юрататӑп. Эпӗ ҫав тери лайӑх саманта чарма ҫеҫ юрататӑп, - тет Иван Константинович. — Эпӗ мӗн чухлӗ киленес килет, ҫавӑн чухлӗ киленме те пултаратӑп. Хам мӗн курнине пурне те ҫамрӑк чухнех ӳкерсе илме кӑмӑллаттӑм. Вӗсем ытларах пейзажсем, тискер чӗрчунсемпе вӗҫен кайӑксем. Ҫав самантра эпӗ сăнÿкерчĕксем ÿкересси манăн хавхалану пуласса шухӑшламан та. Шӑпах сăнÿкерчĕксене пула эпир иртнӗ пурнӑҫа таврӑнма, ҫавӑн пекех пирӗн пурнӑҫри ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ туйӑмсене курма пултаратпӑр. Пирӗн таврари тӗнче улшӑнать, унпа пӗрле эпир хамӑр та улшӑнатпӑр. Пӗррехинче эпӗ хамшӑн ҫирӗп шут тытрӑм: фотообъектив кадрӗсем урлӑ ҫак самантӑн хакне упраса хӑварма, шел пулин те, ун пек самант нихҫан та тек пулас ҫук!
Григорьевăн сӑнӳкерчӗкӗсен поэтики нумай енлӗ. Анчах постановкӑллӑ ӗҫсем ӑна питех хумхантармаҫҫӗ. Вӑл аллине фотоаппарат тытнӑ ҫын — хӑвӑрт вӗҫекен, улшӑнса пыракан пурнӑҫ кадрӗсене, хӑвӑрт вӗҫекен экспресс е ҫӑмӑл автомобиль чӳречинчен пӑхнӑ пек, тытса пырать. Ӑна пӗтӗмпех поэт сӑмахӗсем тивеҫҫӗ: "чарӑнсам, самант, эсӗ питӗ лайӑх!" Ҫакна сăнÿкерчĕксен куравĕнчи ӗҫсене тимлӗн сӑнаса пӑхнӑ чухне туйма пуҫлатӑн. Иван Григорьев тӑван тӑрӑхри флорӑпа фаунăн чӑн-чӑн юрӑҫи! Ҫакна туятӑн та, унӑн сӑнӳкерчӗкӗсенче те куратӑн: юр ҫинче шыва кӗрекен хир чӑххисем, тӗтреллӗ улӑхра апат шыраса мӑнаҫлӑн утса пыракан тӑрнасем, юханшыв ҫинче ашкӑнакан кӑвакал чӗпписем, автансем вилмелле тытӑҫса илни, пахчана купӑста ҫулҫисем çиме килме вӗреннӗ мулкачсем. Пӗлӗтре вӗҫекен хурсен картине, кÿлле вĕçсе анакан вӑрӑм ураллӑ цаплясене, кӑнтӑр ҫутинчи тӑманасене, ӳкерсе илес тесен, чи малтан хăвăрт пулмалла. Кӗрхи вӑрманпа хӗллехи пейзаж, пахчасем хыҫӗнчи йӗлтӗр йӗрӗсем, ҫулла хĕвел анса ларни, ял кӑмакинче яшка пӗҫерекен хуран-чÿлмек, хӑйсен вӑрттӑнлӑхӗсене сӳтсе явакан велосипедпа ярăнакан ачасем, СВОра пуçне хунă боецăн обелискĕ патĕнчи РФ тата ПР патшалӑх ялавӗсене тытнӑ юнармеецсем, ҫулталӑкри тӗрлӗ вӑхӑтри тӑван вырӑнсем, ҫӑлкуҫ шывне тасалӑх тивлечӗ кӳрекен священник, наци тумне тӑхӑннӑ ҫамрӑк пултарулӑх артисчӗсем ача чухнехине аса илтереççĕ.
— Фотографипе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн тимлӗрех интересленме пуҫларӑм, - тет юлашкинчен Иван Константинович. — Манӑн килте темиҫе теҫетке тӗрлӗ маркӑллă фотоаппаратсемпе, нумай фотоальбомсемпе фотолаборатори пур. Фотопленка ҫине ӳкернĕ чухне кашнинех сыхласа хӑварма тӑрӑшаттăм. Мӗншӗн тесен кашни кадр хӑйне майлӑ хаклӑ, ҫавӑнпа та ӑна ҫӳп-ҫапа пӑрахма шелчĕ. Манăн киленÿ Ольга хĕре куçрĕ. Вӑл Уфара пурӑнать тата ӗҫлет. Вӑл мана фотошоппа усӑ курма вӗрентрӗ. Паян кирек мӗнле професси фотографĕ те унпа усӑ курать. Шӑпах ҫавӑн чухне ӳкерчӗксем уҫӑмлӑрах та хитререх пулаҫҫӗ. Халӑх пултарулӑхӗн галерейин заведующине Римма Геннадьевна Андреевнана тав тӑватӑп, вӑл мана хамӑр районта пурӑнакансене хамăн ӗҫсене кӑтартма ӳкӗтлерӗ. Тен, манăн курав хыҫҫӑн сӑнӳкерчӗксене юратакансем тата та тупӑнӗҫ, вӗсем часах куракансене хӑйсен ӗҫӗсемпе савӑнтарӗҫ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.