Çутă çул
+10 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
27 Нарӑсӑн , 10:21

Хушăлкара нумай ачаллӑ ҫемьесемпе кану каҫӗ йӗркеленӗ

Хушăлкари Культура çуртĕнче нумай ачаллӑ ҫемьесене чӗнсе "Ҫемье улахӗ" ятлӑ кану каҫӗ йӗркеленӗ.

Хушăлкара нумай ачаллӑ ҫемьесемпе кану каҫӗ йӗркеленӗ
Хушăлкара нумай ачаллӑ ҫемьесемпе кану каҫӗ йӗркеленӗ


Хушăлкари Культура çуртĕнче нумай ачаллӑ ҫемьесене чӗнсе "Ҫемье улахӗ" ятлӑ кану каҫӗ йӗркеленӗ. Кану каçне нумай ачаллă икĕ çемье килнĕ: Марковсем - Людмила амӑшӗ тата Никита, Тимофей, Мирон ывӑлӗсем тата Исаевсем - Ольга амӑшӗ, Елена, Аглая, Аркадий тата аслӑ хӗрӗ медуниверситет студентки Лариса. Малтан Ҫӑварни ҫинчен, ҫӑварни эрнин йӑлисем ҫинчен калаҫнă. Ачасене Ҫӑварнине ӳкерме задани панă, ҫав вӑхӑтра амӑшӗсем тупмалли сăмахсен тупсӑмĕсене тупнă. Паллах, туслӑх ҫӗнтернӗ. Людмила амӑшӗ пурне те тутлӑ икерчӗпе сăйланă. Пӗчӗккисене парнене сӑрламалли кĕнекесем тата сӗтелçи вӑййисем панă.
Ачасем - телей! Нумай ачаллӑ туслӑ ҫемьесем хушшинче эпир пурте кӑшт телейлӗрех пулса тӑтӑмӑр!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club116068194

 

Хушăлкара нумай ачаллӑ ҫемьесемпе кану каҫӗ йӗркеленӗ
Хушăлкара нумай ачаллӑ ҫемьесемпе кану каҫӗ йӗркеленӗ
Хушăлкара нумай ачаллӑ ҫемьесемпе кану каҫӗ йӗркеленӗ
Хушăлкара нумай ачаллӑ ҫемьесемпе кану каҫӗ йӗркеленӗ
Хушăлкара нумай ачаллӑ ҫемьесемпе кану каҫӗ йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: