Мартăн 6-мӗшӗнче Пелепейри механизаципе элекрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалӗнче Мартӑн 8-мӗшӗнчи Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑм кунне халалланӑ уяв концерчӗ иртнӗ. Ҫав кун колледж ҫурхи кӑмӑл-туйӑм атмосферипе, кулӑпа, савӑнӑҫпа тулса ларнă. Ринат Зуфарович Афлятуновпа концерта ертсе пыракансем колледжӑн илемлӗ ҫурри представителӗсене Ҫуркуннен ҫитес уявӗпе саламланă. Концерта хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнă, пухӑннисене ырӑ та лайӑх эмоцисем нумай парнеленĕ. Концерт программи хӑй ҫинчен асӑнмалӑх хӗвеллӗ, праҫникри пек савӑнӑҫлӑ кӑмӑл хӑварнă!
Сăнÿкерчкĕсем: Пелепейри механизаципе элекрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public95382440