Пăслăкри "Солнышко» ача садӗнчи «Звездочки» кӗҫӗн ушкӑнӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен куне уявланă.
Мартӑн 8-мӗшӗнче ача садӗнче чуна пырса тивекен, чи ачаш та тӗлӗнмелле уяв иртнĕ.
Ҫак кун пур кулă, юрăсем, сӑвӑсем, ташӑсем илемлӗ хӗрарӑмсене: аннесене, асаннесене, кукамайсене тата хӗрачасене халаллаҫҫӗ.
Ушкӑнри ачасем уявра тухса калани — чи лайӑх парне, ӑна вӗсем хӑйсен ачисенчен илме пултараҫҫӗ.
Ачасем юрланă, ташланă, вылянă. Савӑнӑҫлӑ, интереслӗ, хаваслă пулнă.
Уяв ячӗпе сире, хаклӑ хӗрарӑмсем!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри "Солнышко» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.