Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн "Ҫурхи чечек" этемлӗхӗн илемлӗ пайĕшӗн кану каҫӗ иртнӗ. Чаплă кану каҫĕ хӑтлӑ фойере иртнĕ, унта хутшăнакансем чун-чӗререн каннă, вăй-хал пухнă. Мероприятин музыка пайӗ темиҫе тапхăртан тӑнă: "Кӗвве чухла", "Юрӑсенчи чечексем", "Сӗтел çитти — музыка самообранки" тата ытти те. Кукăльсен конкурсӗнче пирӗн савнӑ хӗрарӑмсем хӑйсен кулинари пултарулӑхне кӑтартса лайӑх парнесем илнĕ. Туссем хушшинче ирттернӗ ырӑ каҫ килти пек канлӗ те ҫутӑ пулнă. Уяв ячӗпе, савнӑ хӗрарӑмсем! Сирӗн пурнӑҫӑр юратупа, тӑрӑшулăхпа, ҫывӑх ҫыннӑрсемпе тӑванӑрсен тимлӗхӗпе тултӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://ok.ru/group/54151801667774/topic/156452584121278