Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
10 Мартӑн , 11:54

Йăлпăлакри уяв концерчӗ питӗ чаплӑ парне пулса тӑнă!

Февралӗн 23-мӗшӗпе мартӑн 8-мӗшне халалланă Йăлпăлак ялĕнчи уяв концерчӗ –- питӗ чаплӑ парне пулса тӑнă!

Ҫуркуннен малтанхи кунӗсенче кӑмӑл пачах урӑхла пулса каять, хӗвел ҫутӑрах ҫутатнӑран ҫеҫ мар, кайӑксем юрлани те илтӗнет, пур ҫӗрте те тумлам янӑрать. Шӑпах ҫак вӑхӑтра, пӗр праҫник тепринпе улшӑннӑ вӑхӑтра, пӗр-пӗрне савӑнтарас, чи кӑмӑллӑ эмоцисем ҫеҫ парнелес килет.

Куракансене сцена ҫинчен ялти талантлӑ та артистла ҫынсем савӑнтарнă. Музыка ҫеммипе юрӑсем, шӳтлӗ номерсем, пӗтӗм зала кулӑ парнеленĕ. Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Семенов хӗрарӑмсене пурне те мартӑн 8-мӗшӗнчи Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламланă, маскировка сетки çыхакан "Малалла" центра ҫар чаҫӗн командирӗнчен тав ҫырӑвӗ панă.

Ырӑ, ҫутӑ, пур юратнӑ уявсенче те ҫак уйрӑм кунсенче каланӑ ӑшӑ сӑмахсемпе саламлас килет! Хаклӑ хӗрарӑмсем çуркуннен, ҫӗнӗ пурнӑҫӑн, ҫутҫанталӑкӑн атмосфери ҫулталӑкӗпех сире пӑрахса ан кайтӑр!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/sp_bizh

Йăлпăлакри уяв концерчӗ питӗ чаплӑ парне пулса тӑнă!
Йăлпăлакри уяв концерчӗ питӗ чаплӑ парне пулса тӑнă!
Йăлпăлакри уяв концерчӗ питӗ чаплӑ парне пулса тӑнă!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: