Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
11 Мартӑн , 11:47

Паян хĕрачасен кунӗ, вӗсен уявӗ!

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти 2б класра вĕренекенсем конкурс ирттернĕ.

Паян хĕрачасен кунӗ, вӗсен уявӗ!
Паян хĕрачасен кунӗ, вӗсен уявӗ!

Март пуҫламӑшӗнче пирӗн ҫӗршыври нумай ялсенчи урамӗсенче юр выртать-ха. Хӗллехи пекех сивӗ-ха, анчах ҫурхи уяв пек кӑмӑл сисӗнет.
Мартăн 8-мӗшне иртнӗ Çĕнĕ ҫул умӗнхи кунсене ҫеҫ танлаштарма пулать: урамсенче те, лавкасенче те ҫавӑн пекех ҫынсем нумай, парнесем те ҫавӑн пекех нумай туянаҫҫӗ. Хӗрарӑмсемпе хӗрачасен аллинче мӗн чухлӗ чечек. Мӗн чухлӗ ачаш сӑмахсем илтеҫҫӗ вӗсем ҫак кун! Упӑшкисем, ашшӗсем, пиччӗшӗсем, ывӑлӗсемпе мӑнукӗсем, тусӗсемпе юлташӗсем – пурте пӗр харӑс: тӗнчере чи илемлисем, чи тӑрӑшакансем, теҫҫӗ вӗсене. Ҫапла, паян вӗсен кунӗ, вӗсен уявӗ!
Ҫак уяв ячӗпе Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулти 2б класра вĕренекенсем конкурс ирттернĕ, унта класӑн илемлӗ пайĕ, савнӑ хӗрачасем хутшăннă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public206548118

 

 

 

 

 

Паян хĕрачасен кунӗ, вӗсен уявӗ!
Паян хĕрачасен кунӗ, вӗсен уявӗ!
Паян хĕрачасен кунӗ, вӗсен уявӗ!
Паян хĕрачасен кунӗ, вӗсен уявӗ!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: