Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
12 Мартӑн , 11:38

Кистенлĕри ял библиотекинче "Монополие" выляма вĕреннĕ

Кистенлĕри ял библиотекинче сӗтелçи вӑййисене юратакансем пӗтӗм тӗнчипе чапа тухнӑ "Монополи" вӑййине вӗреннĕ.

Кистенлĕри ял библиотекинче "Монополие" выляма вĕреннĕ
Кистенлĕри ял библиотекинче "Монополие" выляма вĕреннĕ

Кистенлĕри ял библиотекинче сӗтелçи вӑййисене юратакансем пӗтӗм тӗнчипе чапа тухнӑ "Монополи" вӑййине вӗреннĕ. Предприниматель пултарулăхне аталантарас тесен, яланах нумай страницăллă учебниксене путмасан та юрать. Ҫакна интереслӗ, вӑйӑ формипе те тума пулать. "Монополи" вылянӑ чухне ачасем социаллӑ ҫыхӑнӑва, ресурссемпе тухӑҫлӑ усӑ курма вӗренеҫҫӗ, анчах ҫакă ҫеҫ мар.

"Монополи" вӑйӑ пирӗн ҫамрӑк вулакансене хӑй тӗллӗн пурӑнма хатӗрленме пулӑшать. Вӑййа пула ачасем хӑйсен ӗҫне планлама, туянмалли тактикӑпа стратегине туса хатӗрлеме, суту-илӳ тума, аренда илме, куҫман пурлăх тума, банкпа килӗшӳ тума, выляма хутшӑнни ачасене пурнӑҫра тӗл пулакан тӗрлӗ рольсемпе лару-тӑрӑва выляма, такама, тен, профессие суйлама пулӑшать.

Сăнÿкерчĕкĕ: Кистенлĕри библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club225023692

 

 

Кистенлĕри ял библиотекинче "Монополие" выляма вĕреннĕ
Кистенлĕри ял библиотекинче "Монополие" выляма вĕреннĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: