Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
12 Мартӑн , 10:32

Мелевĕспуçĕнче ыркăмăллӑх концерчӗ иртнĕ

Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗнче пурӑнакансемпе хӑнасемшӗн "Салтак Тӑван çӗршывăн хуралӗнче тăрать" ыркăмӑллӑх концерчӗ иртнӗ.

Мелевĕспуçĕнче ыркăмăллӑх концерчӗ иртнĕ
Мелевĕспуçĕнче ыркăмăллӑх концерчӗ иртнĕ

Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗнче пурӑнакансемпе хӑнасемшӗн "Салтак Тӑван çӗршывăн хуралӗнче тăрать" ыркăмӑллӑх концерчӗ иртнӗ, ӑна ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшу памалли çула халалланӑ. Ҫак кун вырӑнти артистсем Тӑван çӗршыв ҫинчен юрӑсем юрланӑ. Передовойри боецсене пулӑшма ҫынсем ҫемйи-ҫемйипе пынӑ. Пысӑккисем те, ачасем те чун-чӗререн тухакан юрӑсемпе сӑвӑсене итлесе ларнă. Ял клубне пынӑ кашни ҫын ятарлӑ савăта укҫа-тенкӗ хывнӑ. Концерт вӑхӑтӗнче пухнӑ укҫа-тенке (2 100 тенкӗ) СВО нуши валли панӑ. Пирӗн ял ҫыннисем ырӑ ӗҫе вӑйлӑ пулӑшаҫҫӗ, гуманитари пулӑшӑвне пухма хутшӑнаҫҫӗ.

Концерта килнисене, пирӗн ҫамрӑк артистсене тата "Чашлама" юрă коллективне алӑ ҫупса ывӑнманнисене пурне те тав тӑватпӑр. Пухнӑ сумма пысӑках мар пулин те, курма килекенсенчен кашниех, ÿсĕмне пӑхмасӑр, пулӑшу ыйтнине ӑнланса илме кӑмӑллӑ. Пире пурсӑмӑра та тӑнӑҫлӑх, Тăван çĕршыва аталану сунатăп.

Алена ЕРЕМЕЕВА,

Мелевĕспуç ялĕ.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Алена Еремеева.

Мелевĕспуçĕнче ыркăмăллӑх концерчӗ иртнĕ
Мелевĕспуçĕнче ыркăмăллӑх концерчӗ иртнĕ
Мелевĕспуçĕнче ыркăмăллӑх концерчӗ иртнĕ
Мелевĕспуçĕнче ыркăмăллӑх концерчӗ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: