Пишпÿлекри Культура керменӗнче Пушкӑрт Республикинчи "Шкул ҫуркунни" вӗренекенсен пултарулӑхӗн регионти конкурс фестивалӗн муниципалитет суйлавӗ иртнӗ. Конкурса 12 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитичченхи Пишпӳлек районӗнчи вӗренекенсем хутшӑннă.
Конкурс суйлавне вокал, инструмент, ташӑ, медиа, Малтисен пӗчӗк Тӑван çӗршывӗ, КВН кĕнĕ. Ачасем театр пултарулӑх номерӗсене те тӑратнӑ.
Конкурса хутшӑнакансене жюри членӗсем Елена Арефьева, Галина Алексеева, Айгуль Бахтиярова, Сергей Иванов, Екатерина Семенова хакланă.
Конкурс суйлавне хутшӑннӑшӑн ҫӗнтерӳҫӗсене тата конкурса хутшӑнакансене пурне те саламлатпӑр.
Конкурса хутшăнакансене хатӗрлекенсене пурне те тав тӑватпӑр.
#ШкольнаяВесна2025
#МуниципальныйОтбор
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916