Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
26 Мартӑн , 09:15

Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне паллӑ тунă

Мартăн 25-мӗшӗнче Культура ӗҫченӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне паллӑ тунă


Мартăн 25-мӗшӗнче Культура ӗҫченӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫакӑн пек паллӑ сӑлтавпа Пишпÿлекри Культура керменĕнче чаплӑ мероприяти пулса иртнӗ. Отрасль ӗҫченӗсене уяв ячĕпе саламлама район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов, районти чăвашсен Канашӗн председателӗ Сергей Михайлов, культура ӗҫченӗсен районти профсоюз председателӗ Павел Михайлов, ҫавӑн пекех культура, ҫамрӑксен политики, спорт тата общество пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен пай начальникӗ Елена Арефьева килнĕ, вӑл хӑйӗн докладӗнче иртнӗ ҫулхи ӗҫсене пĕтĕмлетнĕ. Тӗлпулура саламланисӗр пуҫне районти тата республика шайӗнчи тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗсене наградӑланӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

 

 

Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Культура ӗҫченӗсен кунне паллӑ тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: