Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Культура
2 Апрелӗн , 11:58

Районти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă

Районти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни - ҫулленхи Пӗтӗм Раҫҫейри акци пуҫланнă.

Районти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Районти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă

Районти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни - ҫулленхи Пӗтӗм Раҫҫейри акци пуҫланнă. Акци тӗллевӗ - ачасем вулама хăнăхтарасси тата ача-пӑча литературине аталантарасси. Кӑҫал вӑл уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ăна Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернĕренпе 80 ҫул ҫитнине тата Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалланӑ. Акци девизӗ: "Малалла тӑсӑлакан истори".
Эрнен малтанхи кунӗнче, апрелӗн 1-мӗшӗнче, "Вулав ҫӗршывӗнчи Знайкăпа Незнайкăн хаваслӑ приключенисем" театрализациленӗ спектакль ирттернӗ. Ачасене кӗнеке патши саламланă, ҫакӑн пек чаплӑ праҫник пулса иртнин историйӗпе тата ача-пӑчапа ҫамрӑксен кӗнекин эрнин планӗпе паллаштарнă. Малалла вӗсем юмахри геройсемпе Знайкăпа тата Незнайкăпа пӗрле "Ҫумӑр тата аслати", "Ваттисен сăмахне вӗҫле", "Алă çупнисене итле", "Героя ҫырса кӑтартнă тӑрӑх пӗл", "Юмахри героя пӗл" конкурссене хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех пĕлÿллĕ викторина ыйтӑвӗсене хуравланă.
Эрнен пӗрремӗш кунӗ ҫав тери интереслӗ те пĕлÿллĕ иртнӗ. Малта вӑйӑсем, конкурссем тата ҫулҫӳревсем нумай.
#ВсероссийскаяНеделяДетскойИЮношескойКниги2025
#РайоннаяДетскаяБиблиотека
#ПраздничныйВторник

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пăча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club84987221

 

 

Районти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Районти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Районти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Районти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Районти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Районти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Районти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: