Шкулти ҫурхи каникул кунӗсенче Ситекри ял библиотекинчи ҫамрӑк вулакансем валли "Кӗнеке хули" литература программи ирттернӗ.
Ача-пӑча кӗнекин эрни - ача-пӑча литературин асамлӑ тӗнчине ҫӗнӗ чӳречене уҫакан асамлӑ та манӑҫми пулăм. Ҫак кун библиотекӑна килнӗ ачасене савӑнӑҫлӑ та ӑнланмалла япаласем нумай кӗтнӗ: литература геройӗсемпе тӗл пулни, ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашни, кӗнекесемпе кӗнеке геройӗсене пӗлмелли конкурс. Пурте пӗрле кӗнеке тата вуласси ҫинчен ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшӗсене аса илнĕ. Ачасем вырӑс, ют ҫӗршыв писателӗсене, вӗсен произведенийӗсене лайӑх пӗлни савӑнтарать. Ҫавӑн пекех ҫамрӑк вулакансене кӗнеке куравĕ сӗннӗ, унта вулаканӑн кирек мӗнле кирлĕ, çавăн пек кӗнекесем кӑтартнӑ.
Ҫулҫӳрев вĕçĕнче ачасем тӗлӗнмелле ҫӗршывра час-часах пулма сӑмах панă. Ҫапла вара, ҫурхи каникул кунӗ нумай кӑмӑл-туйăм хăварнă.
#НеделяДетскойЮношескойКниги2025
#МалоседякскаяСельскаяБиблиотека
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club153390409?from=groups