-27 °С
Пӗлӗтлӗ
"Ҫамрӑк кĕнеке юратакан" вулав клубӗнче "Арҫын ачасем хӗрачасене хирӗҫ" йӑпану-вӑйӑ программи иртнӗ. Вӑйӑра "Продвинутые" тата "Красотки" икӗ команда ӑмӑртнӑ. Ачасем "Сӑмахсем йĕркеле", "Театр", "Эпӗ пӗлетӗп...", "Мӗнле юрӑ" конкурссене хутшӑннӑ. Пур тапхăрсенче те тавҫӑрулӑх, тимлӗх, ҫаврӑнӑҫулӑх кирлӗ пулнӑ. Ăмăртура "Продвинутые" команда ҫӗнтернӗ.
Вӑйӑ савӑнӑҫлӑ иртнӗ, хутшӑнакансене ырӑ кӑмӑл панă. Программа вӗҫленӗ хыҫҫӑн хастар хутшӑннӑшӑн пурте тутлӑ парнесем илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри район ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club84987221?from=groups