Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Культура
26 Майӑн 2025, 07:16

Майăн 24-мӗшӗнче Славян ҫырулӑхӗпе культура кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Кистенлĕри Культура çурчĕн «Никӗс хывакансем — Кириллпа Мефодий» ӑслӑлӑх программи иртнĕ.

Майăн 24-мӗшӗнче Славян ҫырулӑхӗпе культура кунне паллӑ тӑваҫҫӗМайăн 24-мӗшӗнче Славян ҫырулӑхӗпе культура кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Майăн 24-мӗшӗнче Славян ҫырулӑхӗпе культура кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Кашни ҫул майӑн 24-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра Славян ҫырулӑхӗпе культура кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Кистенлĕри Культура çурчĕн «Никӗс хывакансем — Кириллпа Мефодий» ӑслӑлӑх программинче ачасене славян алфавичӗ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен тата Кириллпа Мефодий ҫутта кӑларакансем ҫинчен каласа панă. «Аваллӑхпа хальхи ыйтусем» пĕлÿ викторини иртнӗ.

Ĕлĕкхи славян алфавичӗпе паллашни кӑсӑк самант пулса тӑнă, хутшӑнакансем хӑйсен ячӗсене ĕлĕкхи славянла ҫырма, тӗслӗхсем шутлама тӑрӑшнă.

Ваттисен сăмахĕсене аса илсе вырӑс чӗлхин ваттисен ӑслӑ сăмахĕсемпе каларӑшӗсем ҫинчен калаҫнă.

Славян ҫырулӑхӗпе культурин кунӗ — Кириллпа Мефоди апостолсене асӑннӑ кун — хамӑр мăнаçланакан, юратакан ҫӗршывра пурӑнни, пиртен кашниех вырӑс чӗлхин нумай ӗмӗрхи культурин пайĕ пулни ҫинчен калаҫнă. Пурте вырӑссен ваттисен сӑмахне пӗр харӑс: «Тĕнче хӗвелпе ҫуталать, этем — пӗлӳпе», тенĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club203777291

 

 

Майăн 24-мӗшӗнче Славян ҫырулӑхӗпе культура кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Майăн 24-мӗшӗнче Славян ҫырулӑхӗпе культура кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Майăн 24-мӗшӗнче Славян ҫырулӑхӗпе культура кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Майăн 24-мӗшӗнче Славян ҫырулӑхӗпе культура кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас