Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура
26 Майӑн 2025, 05:13

Путин Раҫҫей культуринчен йӗрӗннине сивленӗ

#владимирпутин

Путин Раҫҫей культуринчен йӗрӗннине сивленӗПутин Раҫҫей культуринчен йӗрӗннине сивленӗ
Путин Раҫҫей культуринчен йӗрӗннине сивленӗ

#владимирпутин

Раҫҫей ҫине тапӑнни тата вырӑс культури ҫине варварла пӑхни ҫак ӗҫе тӑвакансене чыс тумасть, — пӗлтернӗ Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин.

Патшалăх пуҫлӑхӗ шӑматкун Мускав тата Пӗтӗм Раҫҫейри патриархпа Кириллпа тӗл пулнӑ, ӑна Тезоименитство кунĕ ячӗпе саламланӑ. Президент патриарха Раҫҫейшӗн тата унӑн халӑхӗшӗн, вырӑс культурипе чӗлхине пулӑшнӑшӑн тав тунă.

"Ҫакӑ уйрӑмах паянхи условисенче, эпир Раççее ахаль тапӑннине ҫеҫ мар, пирӗн культурӑна тӗнчери культура пайӗ ҫине варварла пӑхнине сӑнанӑ чухне, пӗлтерӗшлӗ. Кун пеккине эпир тахҫантанпах курман. Ку ӗҫе тӑвакансене чыс тумасть. Анчах ҫак условисенче вырӑс культурипе вырӑс чӗлхине пулӑшасси уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, ку ӗҫе эсир, паллах, пысӑка хуратӑр", - тенӗ Путин патриарха.

Новости РИА.

https://ria.ru/20250524/putin-2018840271.html

 

 

Путин Раҫҫей культуринчен йӗрӗннине сивленӗ
Путин Раҫҫей культуринчен йӗрӗннине сивленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас