

Çирĕклĕ клубӗнче ял библиотекипе пӗрле «Хамăр ҫырулӑхăн ҫӑлкуҫӗсем патне» пӗлӳ программи иртнӗ.
Кашни ҫул майӑн 24-мӗшӗнче Славян ҫырулӑхӗпе культура кунне паллӑ тӑваҫҫӗ тата славянсен алфавитне тӑвакансене Кирилпа Мефодий святойсене чаплӑн чыслаҫҫӗ. Славян ҫырулӑхӗпе культура кунӗ – пирӗн ҫӗршывра пӗртен-пӗр чиркӳпе патшалӑх уявӗ.
Калаҫу вӑхӑтӗнче унта хутшӑнакансем славян ҫырулӑхӗ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен, çветтуй апостолсем Кирилпа Мефодий, славян азбукине тӑвакансем ҫинчен, ҫавӑн пекех славян халӑхӗсен культурӑпа наци никама ăшаманлăхне аталантарма ҫыру пӗлтерӗшӗ ҫинчен пӗлнĕ. Ял клубӗн сотрудникӗ интереслӗ фактсем каласа панă, презентаци пулӑшнипе авалхи ҫыру материалӗсене кӑтартнă, ҫакӑ мероприятие тата кӑсӑкрах та пӗлӳллӗрех тунă.
Мероприятие вӗҫĕнче пухӑннисене пултарулӑх заданине пурнӑҫлама сӗннӗ. Кириллицӑн тӗррисемпе, чечекĕсемпе тата ытти элеменчӗсемпе усӑ курса, кашнин саспалли ӳкермелле пулнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.