Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
27 Майӑн , 11:56

Шкул ачисем музейре экскурсинче пулнă

Пишпÿлекри историпе энографи музейӗнче пӗрремӗш экскурсинче Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн 8-мĕш класра вӗренекенӗсем пулнă.

Шкул ачисем музейре экскурсинче пулнă
Шкул ачисем музейре экскурсинче пулнă

 

Шкул ачисемшӗн музее ҫӳрени — иртнӗ тата хальхи тӗнчене кӑсӑк ҫулҫӳрев. Мӗн те пулин курни-илтни чунӑн вӑрттӑн хӗлӗхӗсене пырса тивес пулсан, пулӑм ача-пӑча асӗнче вăраха юлӗ.

Пишпÿлекри историпе энографи музейӗнче пӗрремӗш экскурсинче Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн 8-мĕш класра вӗренекенӗсем пулнă, ҫав музейре интереслӗ элементсене уйрӑмах тимленĕ. Ачасем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи чӑн-чӑн хӗҫпӑшала алла илме, «9 рота» шырав отрячӗ чавнӑ ҫӗртен илсе килнӗ хӑш-пӗр япаласене пӗлме тата ҫапӑҫусем ирттернӗ ҫӗртен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем илсе килнӗ уйрӑм япаласене курма пултарнӑ. Ҫаксем пурте шкул ачисене пирӗн боецсен паттӑрлӑхӗпе хăюлăхне лайӑхрах ӑнланма тата туйса илме май параҫҫӗ.

Экскурси йӑлана кӗнӗ сăнӳкерчӗк ÿкнипе вӗҫленнӗ, çапла вара ачасем хӑйсем валли асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗк тума пултарнипе усӑ курнă.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри музей пӗрлешӗвӗн социаллă сетьри страницинчен. (6+)

https://vk.com/maukbmo

 

 

Шкул ачисем музейре экскурсинче пулнă
Шкул ачисем музейре экскурсинче пулнă
Шкул ачисем музейре экскурсинче пулнă
Шкул ачисем музейре экскурсинче пулнă
Шкул ачисем музейре экскурсинче пулнă
Шкул ачисем музейре экскурсинче пулнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас