

Экскурси вӑл-яланах мӗн те пулин ҫӗннине пӗлме, интереслӗ вырӑнсене курса вӑхӑта усӑллӑ ирттерме май парать. Нумаях пулмасть Пăслăкри вӑтам шкулта вӗренекен ачасем тӗлӗнмелле экскурсие кайса курнă.
Пелепей районĕнчи Слакпуçне кайнă. Ҫул ҫинче Людмила Николаевна экскурсовод интереслӗ фактсем нумай каласа кӑтартнă, вӑхӑт сисӗнмесӗрех иртсе кайнă. Вырӑна ҫитсен куҫ умне тӗлӗнмелле картина тухса тӑнă: ял укăлчи, чӑваш халӑх поэчӗн Константин Ивановăн (ҫуралнӑранпа 135 ҫул) классикӑн авалхи ҫурчӗ музейĕ.
Ачасем экскурсовода тимлӗн итленĕ, тӗлӗнмелле экспонатсемпе, фотодокумент материалӗсемпе паллашнă.
Аслӑ çынна хисеплесе чечексем хунă, «Нарспи» поэмӑн сыпӑкӗсене вуланă.
Ҫак вырӑнсен илемӗ, ҫӑлкуҫсем тирпейлӗ пулни, парка хӑтлӑх кӗртни тӗлӗнтернӗ.
Вилӗмсӗр поэт-гений К.Иванов 135 ҫул тултарнӑ юбилей кунӗ уявӗнче пулнӑ.
Экскурси савӑнӑҫлӑн иртнӗ. Сӑнӳкерчӗксем нумай тунӑ, асӑнмалӑх сувенирсем туяннӑ, лайӑх эмоцисем нумай илнӗ.
Халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ ҫулҫӳреве каяс килет!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.