+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Ҫулла районти ача-пӑча библиотекинче пурнӑҫ вӗресе тӑрать. Ҫуллахи каникул — ҫӗнӗ вулакансене кӗнекепе явӑҫтармалли меллĕ самант, ҫавӑнпа библиотекарьсем ҫамрӑк тата çитĕннĕ вулакансемшӗн хӑтлӑ майсем йӗркелеме тӑрӑшаҫҫӗ. Ачасем ача-пӑча библиотекине вулама, сӗтелçи вӑййисем выляма, ҫу каҫиччен вуламалли кӗнекесене илме хавасланса пыраҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек районӗнчи ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.