Хушăлкари ял библиотекинче Эстонири паллӑ писательпе Дина Гаврилова псевдонимлă Надежда Леонидовна Григоренкопа, Мелевĕспуç ялӗнче ҫуралса ӳснӗскерпе, творчествӑлла тӗлпулу иртнӗ.
Писательницӑпа унӑн мӑшӑрне ҫӑкӑр-тӑварпа тата чӑваш сăрипе «Рябинушка» фольклор коллективӗ юрласа кӗтсе илнӗ.
Тӗлпулу хутшăнакансене пурне те савӑнтарнă, темӗн чухлӗ эмоцисем парнеленӗ. Писатель тӑван ял пурнӑҫӗпе историне, ҫавӑн пекех чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркине тӗпчес ӗҫ ҫинчен хумханса каласа панă.
Тӗлпулӑва хутшӑнакансем унӑн произведенийӗсен персонажӗсем ҫинчен чӗререн те ансат калавсемпе савӑннă. Вӗсем хӑйсене интереслентерекен ыйтусем ҫине хурав илме пултарнӑ. А.Г. Женжуров, А.А. Кузнецов тата А.М. Егоров тав сӑмахӗсем тухса каланă.
Районти тĕп библиотека системин директорӗ Е.Г. Ганиева Дина Гаврилована кунта килнӗшӗн тата интереслӗ хутшӑнусемшӗн чӗререн тав тунӑ.
Тӗлпулӑва хутшӑнакансене пурне те Михаил Ефимов баянпа выляни ҫав тери пысӑк савӑнӑҫ кӳнӗ.
Кӑмӑл тӑвакансем пурте авторпа паллашма, автограф илме тата унӑн кӗнекисене туянма пултарнӑ.
Эпир хамӑр библиотекӑра тата ҫӗнӗ тӗлпулусемпе ҫутӑ пулӑмсем пуласса шанатпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.