Çирĕклĕри ял клубӗн кану площадкинче «Музей уҫлӑхӗнче çул çӳрени» иртнӗ.
Ачасем вырӑнти «Тăван ен» музейре пулнă. Музей ертӳҫи - Петрова Тамара Витальевна. Вӑл ял никӗслевҫисем ҫинчен каласа панă, ачасене фотоальбомсем кӑтартнă. Иккӗмӗш пӳлӗме куҫсан ачасем ялти йӑлана кӗрсе кайнă: иртнӗ ҫулсенчи савӑт-сапасене пӑхса тухнă. Пионерсен организацийӗ тата пионерсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен пӗлнĕ. Ачасене уйрӑмах Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ «Боевая слава» пӳлӗм кӑмӑлне кайнă. Ку пӳлӗмре вӑрҫӑ ветеранӗсен портречӗсене, витринӑсенче - наградӑсем, тав ҫырӑвӗсем, фронт ҫырăвĕсем, вӑрҫӑри ҫынсен хӑйсен япалисене пăхса тухнă.
Малалла ачасем музей хыҫӗнчи вырӑнти ҫӑлкуҫа ҫитсе курнă.
Ачасем мӗн пӗлнине пурне те асра тытни питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен ку пирӗн мăн асаттесен ӗҫӗ, вӑл пирӗн иртнӗ, хальхи тата пуласлӑхри пысӑк пӗлтерӗш!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубӗн социаллă сетьри страницинчен.