Кистенлӗ ялӗнчи Культура ҫурчӗн "Ромашкӑсен вӑрттӑнлӑхӗсем" чӑннипе те ырӑ, ӑшӑ та чи лайӑх чечек уявне, Раҫҫейре кашни ҫул июнӗн 24-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан Ромашка кунӗнче хутшӑнакансене пуҫтарнă. Уява ансат, ытарайми, юратнӑ та илемлӗ чечеке халалланӑ.
Ачасем ромашка пирки тупмалли сăмахсен тупсӑмӗсене тупнă, "Ромашкӑсем ăҫтан тупӑнаҫҫӗ" легендӑна итленĕ. Хӑш-пӗр ачасемшӗн хирти тата садри ромашкӑсем пулни тата вырӑссен нумай юррисенче шур улӑх пики ҫинчен юрлани уҫҫӑнах палӑрнă. Калаҫуран ачасем ромашка пирӗн ҫӗршывӑн паллисенчен пĕри пулнине пӗлнĕ.
Ромашка хитре çуракан чечек кăна мар, унпа медицинӑра та усӑ кураççĕ. Уява хутшӑнакансем тӗрлӗ вӑййа, конкурса хутшӑннӑ.
Мероприяти интереслӗ те пӗлӳллӗ иртнӗ. Хаваслӑ шӳтсем, кулӑ, юрӑсем хурланма, салхуланма вырӑн хӑварман.
#Кистенли_Богдановский_СДК
#Детский_досуг
#Десятилетие_детства
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.