Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура
1 Июлӗн 2025, 08:13

Ачасем музее çитсе курнă

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул ҫумӗнчи ҫуллахи лагерьти 3-мӗш отрядри ачасем Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕнче пулнă.

Ачасем музее çитсе курнăАчасем музее çитсе курнă
Ачасем музее çитсе курнă
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул ҫумӗнчи ҫуллахи лагерьти 3-мӗш отрядри ачасем Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕнче пулнă. Унта вĕсем Пишпÿлек районĕн тата пӗтӗм Пушкӑртстан Республикин историне ячӗсене ылтӑн саспаллисемпе ҫырнӑ ентеш-паттӑрсемпе паллашнă. Вӗсем тӗрлӗ профессипе ӳсӗмри ҫынсем пулнӑ, анчах пурне те пӗр япала пӗрлештернӗ — тӑван ҫӗршыва юратни тата унӑн интересӗсене хӳтӗлеме хатӗрри.
Экскурсантсем интернационалист салтаксен паттӑрлӑхӗ, вырӑнти тытăçусене хутшӑнакансем, ҫавӑн пекех регион экономикине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ ӗҫ паттӑрӗсем ҫинчен каласа панисене илтме пултарнӑ. Музейри ҫакнашкал тӗлпулусем ачасене аслӑ ӑрусене хисеплеме, пурнӑҫ хаклӑхне тата тӑнӑҫ лару-тӑрӑва ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем мӑн асаттесен паттӑрлӑхне хаклама, хӑйсен патшалӑхӗн тивӗҫлӗ гражданӗсем пулма ӑнтӑлма вӗрентеҫҫӗ.
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри музей пӗрлешӗвӗн социаллă сетьри страницинчен (6+).
 
 
Ачасем музее çитсе курнă
Ачасем музее çитсе курнă
Ачасем музее çитсе курнă
Ачасем музее çитсе курнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас