Çирĕклĕ клубӗн кану площадкинче «Музыка ҫӗршывне çул çӳрени» иртнӗ.
Ачасем музыка ҫӗршывне кӑсӑк ҫулҫӳреве тухнă. Ҫӗршыв ачасене «Кĕвве чухла» вӑйӑпа кӗтсе илнӗ, унта темиҫе музыка теми сӗннӗ, вӗсенчен ачасем тавҫӑрса илме тӗрлӗ шайри кӑткӑс юрӑсене суйлама пултарнӑ. Вӑйӑра шкул юррисем, мультфильмсенчи юрӑсем, чӗр чунсем çинчен, туслӑх çинчен тата ыттисем те янӑранӑ.
Кашнин тавҫӑрма тӑрӑшнӑ май хӗрӳлӗхĕпе тупӑшу шайӗ ҫӳлте пулнӑ.
Малалла площадкăна хутшӑнакансем «Музыка пуканӗ», «Музыка кантри», «Музыка ҫаврӑмӗ» вӑйӑсем вылянă. Ҫавӑн пекех «Юрӑсен аукционӗ» музыка викторини кӑсӑк та пӗлӳллӗ иртнӗ.
Юлашкинчен ачасем «Курӑк хушшинче шӑрчӑк ларнӑ» тата «Кӑвак трактор» караокерен юрӑсем юрланă.
Кун ҫутӑ та манӑҫми иртнӗ, ачасенче нумай ырӑ туйӑм, кăмăл хӑварнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубӗн социаллă сетьри страницинчен.