

Шкул ачисен ҫуллахи каникул хĕрсе пырать, апла пулсан ăна интереслӗ, пӗлӳллӗ те хаваслӑ ирттерме сӑлтав пур.
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул ҫумӗнчи кăнтарлахи лагерьти ачасем Ситекри «Асанне арчи» наци культура центрне çитсе курнă. Ачасем ял историне, унта пурӑнакансем ҫинчен итленĕ, ĕлекхи йӑла-йӗрке япалисемпе паллашнă. Ручка чернилпа йӗпетсе ҫырма май килнипе нумай ҫӗнӗ ҫутӑ туйӑмсем илнĕ, авалхи вӑйӑсем вылянă. Пурне те савӑнӑҫлӑ та интереслĕ пулнă. Каникул вӑхӑчӗ — ҫӗнӗ пӗлӳ илмешкӗн лайӑх вӑхӑт!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.